Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем хальхи вӑхӑтра ака валли вӑрлӑх хатӗрлеҫҫӗ. «Россельхозцентрӑн» Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри хуҫалӑхсенче 49,6 пин тонна хатӗрленӗ. Ку вӑл — кирлин 102 проценчӗ.
Тӗрӗсленӗ 48,5 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑран 74 проценчӗ ака валли кирлӗ виҫене ларнӑ. Иртнӗ эрнере кӑна кондициллӗ вӑрлӑх калӑпӑшне 2 процент нумайлатнӑ. Вӑрлӑха тасатассипе пилӗк районта уйрӑмах ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ.
Лайӑх вӑрлӑхпа Вӑрнар (кондициллӗ вӑрлӑх унта 89%), Комсомольски (84%) тата Шупашкар (82%) районӗсем палӑрнӑ.
Вӑрлӑха кондицие лартассипе республикӑри хуҫалӑхсенче пурӗ 97 звено ӗҫлет. Уйрӑмах йышлисем — Патӑрьелпе Елчӗк тӑрӑхӗсенче.
Патӑрьел районӗнчи арҫынсем ашшӗ пулма вӗренни пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Пурнӑҫри яваплӑ утӑма хатӗрленекенсене шиклентерекенни чылай. Ҫавна шута илсе унти хӗрарӑмсен консультацийӗ ҫумӗнче «Пулас амӑшӗсен шкулӗ» кӑна мар, «Пулас ашшӗсен шкулӗ» те вӑй илсе пырать», — хыпарланӑ унта.
Патӑрьелти район пульницинче медицинӑпа психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫак шкула этемлӗхӗн вӑйлӑ ҫуррийӗ валли ятарласа йӗркеленӗ. Светлана Ибетова психолог каланӑ тӑрӑх, шкула пӗлтӗр уҫнӑ. Халӗ ку заняти вӑй илсе пырать, ҫынсем те ытларах ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ӑна эрнесерен йӗркелеме пуҫланӑ. «Пулас ашшӗсен шкулне» пыракан арҫынсем хушшинче 20 ҫултан пуҫласа алла ҫитичченхисем таранах пур. Ушкӑна вунна яхӑн ҫын пуҫтарӑнать.
«Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ пуйӑссем Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ патӗнче чарӑнма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явмалла. Мероприяти ҫитес уйӑхӑн 2-мӗшӗнче иртмелле.
ЧР Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва «Нижегородметропроект», «Мосгипротранс», «МОЙ ГОРОД» предприятисен, Китайри «Эр Юань» инженери чукун ҫул корпорацийӗн пайташӗсем, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ, Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел ял тӑрӑхӗсен, Патӑрьел, Шупашкар районӗсен, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен специалисчӗсем тата ыттисем хутшӑнмалла. Вӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑссем чарӑнмалли вокзал концепцине сӳтсе явмалла. Вокзала Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнче тӑвасшӑн. Патӑрьел патӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртессине те кун йӗркине кӗртнӗ.
Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗнче иртнӗ ҫулхи чи вуланӑ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. 110 литературӑпа художество хайлавӗнчен унта 14 кӗнеке вырӑн тупнӑ: саккӑрӑшӗ — чӑвашла, пиллӗкӗшӗ — вырӑсла.
Аслисем валли курава Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», Иван Михайловӑн «Чӗкеҫем», Николай Терентьевӑн «Суйласа илнӗ пьесӑсем», Улька Эльменӗн «Сарӑ кӗпе», Владислав Николаевӑн «Хула хӗрачи», Александр Захватовӑн «Сказочный мир добра» кӗнекисене тӑратнӑ.
Вӑтам тата кӗҫӗн ҫулхисем валли ҫырнисенчен Аркадий Казановӑн «Ҫӗнӗ туссем», Николай Ларионовӑн «Вут хӳре», Дмитрий Поздеев «По ступенькам школьных лет», Надежда Медюкован «Клад для Настеньки», Алимпиада Кручининан «Загадки – тупмалли юмахсем» тата ҫавӑн пекех «Кӗлпук мучи юптарать», «Мамины, бабушкины и мои сказки» кӑларӑмсем вырӑн тупнӑ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат ҫулталӑк ҫыннине палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, районти пичет кӑларӑмӗ ку конкурса чылай ҫул ӗнтӗ йӗркелет. Хальхи, 14-мӗш хут ирттернӗ конкурса, хаҫат хӑйӗн 86 ҫулхине палӑртас умӗн пӗтӗмлетнӗ.
Хальхинче унта 10 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен кашниех тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшать. Вӗсемшӗн 19 пин ытла сасӑ пухӑннӑ. Ҫапла вара кӑҫалхи конкурсра Олег Лаврентьев уйрӑм усламҫӑ ҫӗнтернӗ.
Хаҫатӑн ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата ыттисем хутшӑннӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫине те унта саламланӑ. Хаҫат редакторӗ Нина Мазякова тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ «Ҫулталӑк ҫыннине» свидетельство тата кубок панӑ.
Сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ май республикӑра каллех ҫынсем шӑнса вилнӗ. Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче Етӗрнере пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл унта мӗнле лекнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Шупашкартан шапаша кайма хатӗрленнӗ вӑл.
Нарӑсан 6-мӗшӗнче Бауман урамӗнче 33-ри арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл нарколог патӗнче шутра тӑни, эрех ӗҫни паллӑ. Арҫын урамра майкӑпа труҫҫи вӗҫҫӗнех выртнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Начар Упи ялӗнче 48-ти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл ферма ҫывӑхӗнче выртнӑ. Сӑкӑт ялӗнче вара 61-ти арҫын арӑмне кил умӗнче тупнӑ. Вӑл та шӑнса вилнӗ.
Ҫак ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Вӗсен тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Республикӑра общество инфратытӑмӗн аталанӑвӗн проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Документра ҫынсен пуҫарӑвӗпе проекчӗсем валли республика хыснинчен субсиди уйӑрма палӑртнӑ. «Кӗмӗле» конкурс ирттерсе парӗҫ. Халӑх социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас ӗҫе хутшӑннин ырӑ тӗслӗхӗ Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра пур. Унта вӑл пурнӑҫа ӑнӑҫлӑ кӗрсе пырать.
Укҫана общество инфратытӑмне (ҫав шутра — шывпа, ӑшӑпа, ҫутӑпа, газпа тивӗҫтерессипе, ача пахчисемпе шкулсене, ялти культура ҫурчӗсене, спорт залӗсемпе керменӗсене тытса тӑрассипе) ҫыхӑннӑ ыйтусене татма ярӗҫ. Кӑҫал ку тӗллевпе республика хыснинчен 75 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть ачасем тата аслисем валли Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттермелли республикӑри конкурса тӑратнӑ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑххисен йышне Патӑрьелӗнчи централизациленӗ клуб тытӑмӗнчи Вероника Арланова режиссер хатӗрленӗ сценари те кӗнӗ. Вӑл аслӑ ҫынсен уявӗшӗн виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Учреждение Андриян Николаев ячӗллӗ мемориал-комплексӑн яланхи экспозиципе тата куравӗпе тӳлевсӗр паллашма сертификат панӑ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» журналисчӗ А. Астраханцева пӗлтернӗ тӑрӑх, Вероника Викторовна культурӑра ҫӗнӗ ҫын мар. Г. Лебедев ячӗллӗ лицейран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑннӑскер малтанах районти культура ҫуртне аккомпаниатор пулса вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра информаципе методика пайӗн заведующийӗ шутланать.
Тӗнче литературинче сумлӑ ят хӑварнӑ чӑваш халӑх поэчӗ Петр Хусанкай ҫуралнӑранпа паян 110 ҫул ҫитрӗ.
«Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ «Тантӑш» хаҫатпа пӗрле вилӗмсӗр поэта чысласа ирттернӗ «Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай — 110 ҫул!» пултарулӑх ӑмӑртӑвне Патӑрьел районӗнчи Ыхра Ҫырми шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ 10 ыйту ҫине хуравланӑ, тӗпчевлӗ те шыравлӑ ӗҫленӗ. Ӗҫсене «Тантӑш» хаҫата ярса панӑ. Пурте Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Шкулти «Хунав» кружок членӗсем шкул коридорӗнче «Петӗр Хусанкай — чӑваш поэзийӗн Улӑпӗ» стенд ӑсталанӑ. Вулавӑшра сумлӑ юбилярӑн кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта сӑвӑсен конкурсне те ирттерме палӑртнӑ.
Патӑрьелти тӗп вулавӑшра «Чӑваш поэзийӗн ҫут ҫӑлтӑрӗ» поэзи сехечӗ ирттернӗ. Ӑна Петӗр Хусанкай поэт, публицист, куҫаруҫӑ, литература критикӗ, общество деятелӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Вулавӑша ҫӳрекенсемпе ирттернӗ пухӑва Наталия Ракова уҫнӑ. Мероприятире Хусанкайӑн «Таня», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», «Аптраман тавраш» хайлавӗсен сыпӑкӗсене вуланӑ.
Петӗр Хусанкай Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене пулас поэт ачалӑхрах ҫырма пуҫланӑ. Тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗскер 50 ытла кӑна кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫав шутра «Ҫырнисен пуххи», «Вӑрман юрлать», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», «Хушка хумсем», «Мехел», «Аптраман тавраш», «Чӗре юрри», «Великое сердце», «Таня» «Пин-пин чӗре», «Уяртсан», «Ӑсталӑхпа чӑнлӑх» ятлисене асӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |